Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Савандеева Ольга Владимировна

Савандеева Ольга Владимировна — чӑваш ҫыравҫи. 1922(1921?) ҫулта Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилте ҫуралнӑ. 1982 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Кун-ҫулӗ

Тушкилти ҫичӗ клас вӗренмелли шкута пӗлӳ пухнӑ. 4 ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн йывӑр чире пулас 3 ҫул шкула ҫӳреймен. Ялти шкултан вӗренсе тухсан 1938 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Шӑхальти вӑтам шкула вӗренме кӗрет.

Пултарулӑхӗ

7-мӗш класранпа сӑвӑ ҫырма пуҫланӑ.

Хайлавӗсем «Ял ӗҫченӗ», республикӑра тухса тӑракан ытти хаҫат-журналсенче пичетленнӗ. Вӑл ҫырнӑ сӑвӑ-калав шкул кӗнекисене те кӗнӗ.

Василий Алентей хӗрӗ Нина Васильевна Александрова каласа панӑ тӑрӑх Ольга Владимировна хӑйӗн хайлавӗсене редакцилеме ашшӗ патне илсе килсе паркаланӑ.

Унӑн ҫак кӗнекисем пичетленсе тухнӑ:

  • «Пысӑк чӗпӗ»
  • «Учитель парни» (1975);
  • «Тӗпсӗр кӳлӗ»

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Яклашкин Н. М. Тӑвай енӗн сумлӑ ҫыннисем. 2000 ҫ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-01-21 12:47:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3897 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем